Ҫул-йӗр инфратытӑмне аталантармалли хушма мерӑсем ҫинчен калакан республика шайӗнче пӗлтӗр йышӑннӑ указа пурнӑҫласа кӑҫал Элӗк районӗнчи 6 ялти урамсенчи ҫула хытарма пӑхнӑ.
Ҫӗнӗ объектсен тӑршшӗ — ултӑ ҫухрӑма яхӑн. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама федераци хыснинчен 15,6 миллион тенкӗ, республика хыснинчен 7,5 миллион тенкӗ, вырӑнти хыснаран 396 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн. Шуркасси Юнтапа, Анаткас Сурӑм, Хитекушкӑнь, Урмай ялӗсенче ку ӗсе пурнӑҫланӑ та ӗнтӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Кукашни – Юрьевка – Пӗчченхыр» автоҫула та икӗ ҫухрӑма яхӑн хытарнӑ.
Вӑрнар районӗнчи Енӗш ялӗнчи Тӗп урамри ҫула та ҫирӗплетнӗ. Хыснаран 5,73 млн тенкӗ уйӑрнӑ.
Канаш районӗнче вара Алексей Макаров ятлӑ фермер никама та шанса-кӗтсе ларман: Уҫырмари К. Маркс урамӗнчи 850 метр ҫула чул сарнӑ.
«Агропрмышленность комплексӗнче машина-трактор паркне тӑтӑшах ҫӗнетсе пыма май ҫук. Ҫавна май пур пеккипе кирлӗ пек усӑ курма тӑрӑшмалла», — тесе шухӑшлаҫҫӗ Элӗк районӗнче. Техника ӗмӗрӗ вӑрӑм пултӑр тесе ӗҫрен пушаннӑ техникӑна хӗл каҫарма лартассине тӗрӗслессипе районта смотр-конкурс иртнӗ.
«Алмаз», «Новый путь», «Правда» хуҫалӑхсенче хӑш-пӗр техникӑна ангарсене лартнӑ, прицеплисене бетонланӑ вырӑнсене вырнаҫтарнӑ.
Сморт-конкурс кӑтартӑвӗсем тӑрӑх «Алмаз», Ульянов ячӗллӗ, «Правда», «Новый путь», «Авангард» хуҫалӑхсенче техникӑна упрама лартассине лайӑхрах йӗркелени палӑрнӑ. Техникӑна чи лайӑх упранине, пурлӑхпа техника базине ҫирӗплетнине, техника юсавлӑхӗн шайне ӳстерессине шута илсе сморт-конкурсра «Алмаз» общество пӗрремӗш вырӑн панӑ, Ульянов ячӗллӗ хуҫалӑх иккӗмӗш, «Авангард» хуҫалӑх виҫҫӗмӗш вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ.
Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хушу алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, 2016 ҫулта Республика кунне Элӗк районӗнче паллӑ тӑвӗҫ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Республика кунне Шупашкарта тата пӗр районта ирттереҫҫӗ. Ҫитес ҫулхи уява паллӑ тума Элӗк районӗ тивӗҫнӗ.
Михаил Игнатьев Элӗк районӗ хӑнасене йышӑнма хатӗррине ҫирӗппӗн пӗлтернӗ. Ҫавна май ЧР Министрсен Кабинетне вӑл мероприятисен планне хатӗрлеме, ӑна ҫирӗплетме хушнӑ.
Вырӑнти хӑйтытӑмлӑхсене Элтепер чӑвашсен наци уявне «Акатуя» тата культурӑпа спорт мероприятийӗсене йӗркелеме сӗннӗ.
Аса илтерер: Республика кунне ирттермешкӗн районсене конкурс ирттерсе суйлаҫҫӗ. Ҫак хисеплӗ уява ирттерме тивӗҫнисене ЧР Элтеперӗн грантне те параҫҫӗ. Ӑна ялсенчи инфратытӑма аталантарас ҫӗре яраҫҫӗ. Михаил Игнатьев 2013 ҫулта алӑ пуснӑ Хушупа килӗшӳллӗн, грант 10 миллион тенкӗпе танлашать.
Юпа уйӑхӗнче патшалӑх статистикин Федераци служби халӑхӑн 2 процентне суйласа «Социаллӑ демографилле тӗрӗслев» (халӑх микроҫыравӗ) статистика тишкерӗвне ирттерет. Чӑваш Республикинче халӑхран сведени пуҫтарас ӗҫе 60 ҫынна явӑҫтарнӑ. Элӗк районӗнче ку енӗпе 1 ҫын ӗҫленӗ. Вӑл Йӑлкӑш тӑрӑхӗнчи Исванкӑ, Тимӗрҫкасси, Пӗчӗк Элӗк ялӗсенче микроҫырав ирттернӗ.
Элӗк районӗнче ыйтӑм вӗҫленнӗ. Ятарласа ҫирӗплетнӗ ҫын 162 уйрӑм хуҫалӑхра пулнӑ. Вӑл йыша яланах пурӑнакан ҫынсем тата вӑхӑтлӑха аякка тухса кайнисем кӗреҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ статистсем. Микроҫырав ыйтӑвӗсен хуравӗсене илнӗ, вӗсене электрон ыйтӑм хучӗсем ҫине кӗртнӗ.
Ҫырав вӑхӑтӗнче 135 кил хуҫалӑхра пурӑнакан 366 ҫынна ҫырса хунӑ. 27 килте никам та пурӑнмасть.
Микроҫырав программипе пӗтӗмӗшле кӑтартусем 2016–2017 ҫулӑн 4-мӗш кварталӗнче паллӑ пулӗҫ.
Раҫҫейре ялсенчи чи лайӑх 500 тата 200 шкулсене палӑртнӑ. Танлаштарӑма (рейтинга) хатӗрленӗ чухне 2014-2015 вӗренӳ ҫулӗн кӑтартӑвӗсене шута илнӗ.
Кӑҫалхи списока Крым тата Севастополь шкулӗсем кӗнӗ. Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкул та лайӑх енпе палӑрса списока кӗме пултарнӑ. Вӑл топ-200 шкулсен йышӗнче.
Сӑмах май, Элӗк шкулӗ пӗлтӗр те ҫак танлаштарӑмра вырӑн тупнӑ. Шкул пурнӑҫпа тан утма тӑрӑшать. Унтан пултаруллӑ ҫынсем вӗренсе тухаҫҫӗ. Вӗренекенсем ҫулленех ППЭсене лайӑх тытаҫҫӗ те аслӑ шкулсенче, техникум-колледжсенче ӑс пухма тытӑнаҫҫӗ.
«Раҫҫейри чи лайӑх шкулсем» рейтинга кашни ҫулах хатӗрлеҫҫӗ.
Культурӑна кӑмӑллакансем, юрра-ташша юратакансем нумаях пулмасть черетлӗ хутчен Элӗкри культура ҫуртне пухӑннӑ. Пултаратпӑр, савӑнтаратпӑр, йывӑрлӑха парӑнтаратпӑр! Ҫакӑн пек ятпа пултарулӑх коллективӗсемпе клуб пӗрлешӗвӗсем савӑнӑҫлӑ мероприяти ирттернӗ.
Артистсем хальхинче халӑха «Вовочкӑн ҫӗнӗ мыскарисем» спектакльпе тӗлӗнтернӗ. Ҫак кун культура ҫурчӗн фойинче «Ырӑ сунса кӗтетпӗр» курав ӗҫленӗ, унта пултарулӑх коллективӗсемпе клуб пӗрлешӗвӗсен ӗҫӗсемпе, буклечӗсемпе, сӑнӳкерчӗксемпе паллаштарнӑ.
Ҫӗнӗ сезонра культура ҫурчӗн коллективӗсем куракана ҫӗнӗлӗхпе паллаштарнӑ: сцена ҫинче ташӑ хыҫҫӑн юрӑпа спектакль черетленсе пынӑ. Концертра «Валинкке» фольклор ушкӑнӗ, «Топотушки» халӑх ташӑ ушкӑнӗ, «Ветеран» халӑх хорӗ пурне те савӑнӑҫлӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ.
Элӗк районӗнчи пӗр хуҫалӑхра ферма уҫӑлнӑ. Ӑна вырӑнти ЯХПК укҫи-тенкипе хута янӑ.
Ферма Элӗк районӗнчи Анатри Юлӑш ялӗнче хута кайнӑ. Вӑл — «Новый путь» (чӑв. Ҫӗнӗ ҫул) ЯХПКн. Фермӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Элӗк район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, выльӑх-чӗрлӗх тытмалли фермӑна ҫулталӑкра туса пӗтернӗ. Никамран та пулӑшу кӗтмен вӗсем — ял хуҫалӑх предприятийӗн укҫипех хута янӑ.
Фермӑна ҫур ҫула ҫитмен выльӑх-чӗрлӗхе тытма тесе тунӑ. Унта 100 пуҫ вырнаҫмалла.
Ферма ҫӗнӗ йышшиех ӗнтӗ. Ӗлӗк чылай ӗҫе алӑпа тунӑ пулсан халӗ нумайӑшне техника пурнӑҫлать. Ҫӗнӗ фермӑра та чылай ӗҫе ял хуҫалӑх техники тӑвать.
Сӑмах май, хуҫалӑх Элӗк районӗнче чи малта пыраканнисен йышӗнче. Унта ҫулсерен 1–2-шер ферма хута яраҫҫӗ.
Авӑнӑн 19–20-мӗшӗсенче республикӑри халӑх пултарулӑхӗпе культура ҫурчӗ Элӗк районне ҫитсе вирьял чӑвашӗсен фольклорне пухнӑ.
Пултарулӑх ҫурчӗ ҫакнашкал экспедицисене час-часах ирттерет, чӑвашсен йӑла-йӗрке юррисене пухать. Ҫулҫӳревре пухнӑ юрӑсене хатӗрлесе кӗнеке кӑлараҫҫӗ. Акӑ 2002 ҫулта этнографи ушкӑнӗнчи чӑвашсен ача-пӑча, туй, хӑна тата салтак юррисене пухса 5 кӗнеке кӑларнӑ.
Хальлӗхе тури чӑвашсен юррисен пуххи ҫук-ха. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче Муркаш, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче экспедисем ирттернӗ. Анчах ку материалсене, шел те, хальлӗхе кун ҫути кӑтартман. Ҫапла тури чӑвашсен юррисене упраса хӑварас тӗллевпе Элӗк районне ҫул тытнӑ.
Экспедици маршручӗ 8 ял урлӑ выртнӑ. Ватӑ ҫынсем пулӑшнипе 70 ытла юра ҫырса илнӗ. Вӗсен йышӗнче туй юррисем, Ҫӑварни юррисем, салтак юррисем, утӑ ҫулма кайнӑ чухнехи тата ача-пӑча юррисем пулнӑ. Пухнӑ материала хатӗрлесе тури чӑвашсен юра пуххине кӗртӗҫ.
Элӗк районӗнчи Питӗшкассинчи вӑтам шкул администрацийӗ чӑваш чӗлхипе литературине сехетсене кӗскетмесӗр вӗрентеҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, «Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн ертӳҫи Геронтий Никифоров авӑнӑн 14-мӗшӗнче унта ҫитсе курни тӑрӑх Чӑваш наци конгресӗн сайтӗнче хыпарлать. Шкулта ҫавӑн пекех Р.И. Казакова-Сэйт юрӑҫ пулнӑ.
Питӗшкассисем чӑваш чӗлхипе литературине кӗскетмесӗр вӗрентнипе пӗрлех 5, 6. 7-мӗш классенче «Тӑван ен культури» предмета ӑша хывтарма уйрӑм сехет уйӑрса панӑ.
Шкулта пулнӑ хӑнасем пуплев тасалӑхӗпе чӑвашлӑха аталантарс, илемлӗ вулава йӗркелес тата юрӑ-кӗвӗ пуянлӑхӗпе шкулта усӑ курас ыйтусене хускатнӑ.
Нумаях пулмасть пичетрен Шупашкар районӗн энциклопедийӗ тухнӑ. Халӗ пур районӑн та тенӗ пекех таврапӗлӳ словарӗсем, справочниксем, кӗнекесем пур. Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри районӗсен, Улатӑр, Канаш, Шупашкар тата Ҫӗмӗрле хулисен ҫеҫ энциклопеди ҫук.
Патӑрьел районӗн тата Чӗмпӗр облаҫӗн энциклопедийӗсем икӗ томпа тухнӑ. Пур энциклопеди те тенӗ пекех Чӑваш халӑх академийӗн тата Чӑваш таврапӗлӳҫисен дипломӗсене тивӗҫнӗ. Элӗк район энциклопедийӗ вара Мускаври конкурсра та ҫӗнтернӗ.
Шупашкар район энциклопедине 1994–1995 ҫулсенче хатӗрленӗ. Ростислав Данилов пуҫлӑх пулнӑ чухне «Сторона моя Чебоксарская» кӗнеке тухнӑ. Анатолий Князев пулнӑ чухне вара районти таврапӗлӳҫӗсем ӗҫлеймен. Хальхи пуҫлӑх энциклопедишӗн савӑннӑ пек, анчах кайран хастарсен ӗҫ ушкӑнне салатнӑ.
Полиграфи тӗлӗшӗнчен кӗнеке хитре пулсан та вӑл тӗплӗ пулайман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |